Наци библиотекинчи «Чăваш эрешĕсен кĕвви» куравра Эльвира Волковăн ĕçĕсене курма пулать. Мана тĕрĕпе илемлетнĕ сумка, куçлăх чикмелли хатĕр, минтер пичĕ уйрăмах килĕшрĕç. Наци сĕмĕ кĕртнĕрен çав япаласем хăйне евĕрлĕ пулса тухнă.

Вĕрентекенпе ансатрах

«Ĕçе вĕçлесен сумкăна тĕрлекенсен клубне çÿрекенсене кăтартас килчĕ. Килтен тухсанах пĕр хĕрарăм чарчĕ. «Ку сумкăна ăçтан туянтăн?» — кăсăкланчĕ хайхискер. «Хамах тĕрлерĕм», — ăнлантартăм ăна. «Ытла килĕшÿллĕ-çке», — хыçран пăхса юлчĕ илеме хаклама пĕлекенскер», — çĕкленÿллĕ кăмăлпа калаçăва пуçларĕ хĕрарăм.

Юлташĕ çĕленĕ тепĕр сумкăна та чăваш тĕрриллĕ пусмапа сăн кĕртнĕ. Ку япалана та иртен- çÿрен асăрханах ĕнтĕ. «Ал ĕçĕ урлă ăруран ăрăва куçакан наци пуянлăхне кăтартмалла. Тĕрĕ-эрешпе мăнаçланмалла», — хăйĕн шухăшне палăртрĕ Эльвира Георгиевна.

 Малтанхи çулсенче йĕппе, çекĕлпе çыхнă вăл. Каярахпа хĕресле тĕрлеме пуçланă. Унтан вĕтĕ шăрçапа картина ăсталанă. Çав вăхăтрах хĕрарăма чăваш эрешĕсене тĕрлеме вĕренес туртăм канăç паман.

 «Атте енчен тăван Синтикликалия Ефимова «Паха тĕрĕ» предприяти кăларакан япала пайĕсене килте тĕрлетчĕ. Ал ĕç ăсталăхне ăса хывас тĕллевпе ун патне кайрăм. Çав вăхăтра 86 çула çитнĕччĕ ĕнтĕ вăл. Аллине йĕппе çип те тытрĕ, анчах ватлăха пула ĕç майне маннă-мĕн», — аса илчĕ Эльвира Георгиевна.

 Евгения Жачева ал ăстин кĕнекине илсе пăхнă. Çапах ун тăрăх хăй тĕллĕн вĕренме май килмен. Виçĕ çул каялла Чăваш наци библиотекинче «Асамлă тĕрĕ» клуб уçăласси çинчен радиопа каланине илтнĕ вăл. Çакăн хыççăн тахçанхи ĕмĕчĕ пурнăçланас шанăç çуралнă.

 «Клуб ертÿçи Надежда Кузнецова кăтартакан япаласемпе киленеттĕм. Ытла çыпăçуллă-çке вĕсем. Вĕренĕве пĕчĕк эреш тĕрленинчен пуçларăмăр. Çапах ĕç майне хăнăхма çăмăлах пулмарĕ. Темĕнле пулсан та кукăр-макăр тĕрĕ те хаклă маншăн. Надежда Михайловна çав ăсталăх хăйне евĕрлĕхне ăнланма пулăшрĕ. Чăваш эрешĕсене тĕрлесси чун киленĕçне çаврăнчĕ», — палăртрĕ чăваш хĕрарăмĕ. Пысăкрах, курăмлăрах япаласем тĕрлемешкĕн тĕллев тытнă вăл. Халĕ ал шăлли эрешлет. Унтан сĕтел çитти тĕрлеме ларасшăн. <...>

21 марта 2023
15:55